Икӗ мулкач хыҫҫӑн чупса пӗрне те тытайман. Ҫак ваттисен сӑмахлӑхӗнчи калаҫу Куславкка районӗн ача пахчин ертӳҫи ҫинчен пынӑ пекех туйӑнать.
Асӑннӑ ача пахчин ертӳҫипе Чӑваш Республикин прокуратури кӑсӑкланнӑ, ара хайхи хӗрарӑм коррупцилле ӗҫ-пуҫа явӑҫнӑ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх ача пахчи ертӳҫи 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулти пуш уйӑхӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденин хуралҫине ӗҫрен кӑларса янӑ, анчах ача пахчи бухгалтерине пӗлтермен.
— Ертӳҫӗ хӑйӗн мӑшӑрӗпе хуралҫӑ вырӑнӗнче 5 уйӑх хушши «тӑрмашнӑ», шалу укҫи вара ку ӗҫрен 34 пин тенкӗ майлӑ тухнӑ, — палӑртаҫҫӗ ЧР прокуратурин пресс-службинче.
Налук пухакансене хӑйӗн тата упӑшкин тупӑшӗ ҫинчен пӗлтернӗ чухне чее хӗрарӑм хуралҫӑ ӗҫӗ ҫинчен пӗр сӑмах та шарламан.
Куславкка районӗн администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫшӑн ача пахчин ертӳҫи ӑшӑ вырӑна пушатӗ. Унсӑр пуҫне хӗрарӑма дисциплинарлӑ яваплӑх та тыттарма йышӑннӑ. Йышӑнусем епле пурнӑҫланнине прокуратура хӑй тӗреслеме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Куславкка районӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Унта вӑл экономикӑн тата социаллӑ сферӑн тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ.
Ял хуҫалӑхне илсен, Василий Семенов фермер патӗнче пулнӑ. Пахча-ҫимӗҫ тата ҫӗрулми туса илессипе ҫине тӑракан ҫав фермер ӗҫ калӑпӑшне ҫулсерен ӳстерсе пырать-мӗн. Тепӗр хресченшӗн апат-ҫимӗҫе туса илессинчен вырнаҫтарасси хӗнтерех те, семенов фермерӑн ку енӗпе йывӑрлӑх ҫук темелле. Вӑл ӑна хамӑр тӑрӑха кӑна мар, Тутар Республикинчи тӗрлӗ хулара сутать, ҫывӑх вӑхӑтра Чӗмпӗрте те хӑйне валли ҫул уҫасшӑн.
Предприятисенчен Михаил Игнатьев «Автофургон» обществӑна та ҫитнӗ. Унта «ГАЗ», «КамАЗ», «Урал» тата «КрАЗ» машинӑсем валли ятарлӑ техника кӑлараҫҫӗ-мӗн. Продукци калӑпӑшне кӑҫалхи ҫур ҫулта 15 процент ӳстернӗ иккен.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчен Михаил Васильевич Тӗрлемесри вӑтам шкулта пулнине палӑртмалла.
Республика Пуҫлӑхӗн ӗҫлӗ ҫулҫӳревне район хастарӗсемпе ирттернӗ пуху вӗҫленӗ.
Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре 848 ҫын наркӑмӑшланнӑ. 100 ҫын пуҫне илсе пӑхсан кӑтарту 68,0 тӗслӗхпе танлашать иккен. Иртнӗ ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен ку вӑл 2,6 процент пӗчӗкрех.
Тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе сиенлекенсен хушшинче такам та пур: ватти-вӗтти, арӗ-арӑмӗ. Наркӑмӑшланнин йышӗпе Куславкка, Красноармейски районӗсем, Шупашкарпа Канаш хулисем начаррисен шутӗнче.
Спиртлӑ шӗвексемпе 374 ҫын шар курнӑ, вӗсенчен 27-шӗ вилнӗ. Ҫапах та эрех-сӑрапа сиенленекенсен шучӗ пӗлтӗрхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен чакнине палӑртма кӑмӑллӑ. Инфекционитсенчен пулӑшу ыйтни тӑрӑх хакласан, хаяр шӗвекпе иртӗхме арҫынсем ытларах кӑмӑллаҫҫӗ тесе шухӑшлама май килет. Спиртлӑ шӗвеке пула наркӑмӑшланнисен шутӗнче 80,2 проценчӗ — шӑпах вӗсем. Ҫынна пульница койки ҫине суррогат кӑна мар, этил спирчӗ те илсе ҫитерет: 374 тӗслӗхрен 65 проценчӗ шӑпах ӑна пула аптӑранӑ та. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен шучӗ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарпа Канаш хулисенче ӳснӗ.
Республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсем уй-хир ӗҫӗсене яланах маларах пуҫланаҫҫӗ. Вырмана вӑл енчисем тунтикунах тухнӑ иккен. Яваплӑ ҫак ӗҫҫине пуҫӑнни пирки чи малтан Елчӗк районӗнчи «Победа» общество хыпарланӑ-мӗн. Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермер ир пулакан купӑстана касма тытӑннӑ.
Сӑмах май, ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки республика элтеперӗ Михаил Игнатьев тунтикун районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоконференци вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ. Ял хуҫалӑх культурисене мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсенче (кунта предприятисемпе фермерсем кӗреҫҫӗ) пурӗ 549,3 пин гектар ҫинче акса-лартса хӑварнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл 4,9 пин гектар ытларах иккен. Кӑҫал тӗш-тырӑпа пӑрҫа йышшисене ытларах акнӑ. Техника культурисене — рапса, горчицӑна, хӗвелҫаврӑнӑш — туса илекенсем те йышланнӑ. Ака лаптӑкӗсене 15 районта ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах элӗксем, вӑрнарсем, канашсем, хӗрлӗ чутайсем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем ака-суха лаптӑкӗсене чакарнӑ. Ял хуҫалӑх культурисен лаптӑкӗсене уйрӑмах ҫӗмӗрлесем самай пӗчӗклетнӗ иккен, унта 30 процента яхӑн сахаллатнӑ, виҫӗм ҫулхинчен вара — икӗ хут таран.
Республикӑра регион пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗн ятне «Куснарти ҫӑлкуҫ» тивӗҫнӗ. Хӑйне майлӑ ята Куславкка районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлкуҫ республика правительствин килешӗвӗпе паян, утӑн 10-мӗшӗнче, илнӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин пуҫлӑхӗ Иван Исаев палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкне ҫӗнетсе илем кӳнӗ, ҫӑлкуҫри шыв дебичӗ — 0,5 л/с. 0,18 га лаптӑклӑ палӑка хута ярас тӗллевӗ — культура-истори, ӑслӑлӑх, ҫутлӑх пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк объектне упраса хӑварассинче.
«Куснарти ҫӑлкуҫ» проекта Куславкка районӗнӗн администраци пуҫлӑхӗн тата Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ҫутҫанталӑкминӗ утӑн 1-мӗшри кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн республика тӗрлӗ лаптӑкӗнче регион пӗлтерӗшлӗ 9 ҫутҫанталӑк ӗскерне тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ 12 объекта (Канаш, Комсомольски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче) хута янӑ.
Патшалӑх регистрацийӗ, кадастрӗ тата картографийӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «дача амнистийӗпе» усӑ куракансен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. «Амнисти» тени дача ҫурчӗсене, ҫӗр участокӗсене, уйрӑм ҫурт-йӗре тата гаражсене ҫӑмӑллатнӑ майпа шута илме май панине пӗлтерет. 2009 ҫулта ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑ пулнӑ иккен-ха — ун чух 38 пин обьекта регистрациленӗ. Пӗлтӗр вара — 18 пин, кӑҫал — 6 пин ытларах кӑна.
Куҫман пурлӑха ҫӑмӑллатнӑ меслетпе Канаш (кӑҫал кӑна унта 736 объекта шута илтерттернӗ), Куславкка (625), Сӗнтӗрвӑрри (549), Вӑрнар (480), Тӑвай (385) районӗсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутайсем, Шупашкар, Пӑрачкав тата Муркаш районӗсенче аплах мар иккен. «Дача амнистийӗпе» ҫыхӑннӑ ыйтусене маларах асӑннӑ управленин районсенчи пайӗсенче тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Паянхи пурнӑҫ лару-тӑрӑвне ӑнланса та пӗтереес ҫук... Мӗнле ҫулпалла кустарать пурнӑҫ кустӑрми? Ку ыйту чӑнахах та пуҫа хыҫтарать. Те этемен чун хавалӗ улшӑнать, те самана сывлӑшӗ халӗ урӑхларах. Кӑна тӳрех ӑнланса пӗтереес ҫук. Ват кинемейсен вара сак ҫинче ларса «Эээх, вунӑ-ҫирӗм ҫул каялла пурнӑҫӗ урӑхлачӗ-ҫке» тесе лармалли ҫеҫ юлчӗ пулмалла.
Юрату туйӑмне те паянхи кун таптамаллипех таптаса ҫӗр ҫумне лапчӑтса хунӑ, шел пулин те паянхи ӑру ҫутӑ туйӑм хакне самай йӳнӗтнӗ. «Ӗмӗрлӗхех санпа пулма хатӗр» каланӑ сӑмахсем те тахҫан пӗр-пӗрне каҫса кайса юратнӑ икӗ чӗрешӗн темле самантра пуш параппана ҫапнӑ евӗр, пӗлтерӗшсӗр пулса тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул хушшинче 50 мӑшӑр ҫемьеленсен, ҫавӑн чухлех уйрӑлаҫҫӗ. Паян пӗрлешнӗ мӑшӑр 5 ҫул пӗрле пурӑнса ҫитерсен вӗсене орденпа чыслама та шел мар.
Ҫапла вара Куславкка районӗнчи пӗрлешӳ кӗрменӗнче чаплӑ уяв ирттерме палӑртнӑ. Уяв хӑнисем — 5, 10, 15, 20, 25, 30, 35, 40, 45, 50, 55, 60 ҫул хушши хӑйсен юратӑвне ҫемьере тытса пыракан мӑшӑрсем.
Ҫемьесен юбилей парадне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Куславкка районӗн пӗрлешӳ кӗрмененче ирттерме палӑртнӑ. Кӑмӑл тӑвакансем хаваспах уява хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ.
Чӑваш Республикинче паянхи кун та самаях ҫивӗч ыйту вӑл — шкула ҫулне ҫитмен ачасене ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарасси. Кӑҫалхи ҫулпа тӳр килсе республикӑра 1-7 ҫулхи ачасен проценчӗ 70,6% таранах ҫитет. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтарту тӑрӑх ача пахчине вырнаҫма черет тӑракансен шучӗ 1,5 ҫултан иртнӗ 16 432 ача, вӗсенчен 91,3% 1,5–3 ҫула ҫитнӗ пепкесем.
Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енре 8 ҫӗнӗ ача пахчи хута ярас ӗҫ вӗҫленнине паллӑртнӑ, унсӑр пуҫне тата виҫҫӗшӗ реконструкци хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне пуҫламалла. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача пахчисенче 1 743 ҫӗнӗ вырӑн тупӑнӗ. Республикӑри вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗллеве пурнӑҫлама республика хыснинчен 366,6 млн., вырӑнти укҫа-тенкӗрен 140,4 млн укҫа уйӑрмалла.
Шупашкар хулинче пӗтӗмпе 2 ача пахчи уҫӑлӗ (475 вырӑн), ыттисем ҫак тӑрӑхсенче ӗҫлеме пуҫламалла: Комсомольски районӗнче — 2, Кӳкеҫре (Шупашкар районӗ, 240 вырӑн) тата Йӗпреҫпе Елчӗк (95 вырӑн) районӗсенче — пӗршер ача пахчи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |